Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин Элтеперӗ тӑван тӑрӑхӑмӑрти хисеплӗ ҫынсене тӗрлӗ наградӑпа чысласси, хисеплӗ ятсем парасси ҫинчен калакан хушу кӑларнӑ. Ҫав шутра «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден тата «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ те пур.
Орденпа Шупашкар районӗнчи «Ольдеевская» агрофирмӑн директорсен канашӗн ертӳҫине Евгения Беликовӑна чыслама йышӑннӑ, орден медалӗпе — Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службин пуҫлӑхне Николай Глухова. Евгения Алексеевна — республикӑри паллӑ аграри, асӑннӑ предприятие вӑл нумай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. Николай Иванович чылай ҫул Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет те 25 минутра «Шупашкар-Сурски» ҫул ҫинче инкек пулнӑ. Хуларан Шупашкар районӗнчи учхоза кайма тухнӑ автобуспа «Лада Гранта» ҫапӑннӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑл машинӑн 32 ҫулти водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл автобуспа ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл автомобилӗн водителӗ вилнӗ. Автобусра ларса пынӑ 7 пассажиртан икӗ хӗрарӑм, 22 тата 65 ҫултискерсем, аманнӑ.
Инкекӗн чӑн сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханса ҫӳремеллине тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ.
Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ пирӗн тӑрӑхри икӗ савута панкрута кӑларасшӑн. Тавӑҫсене налукҫӑсем Чӑваш Енӗн Арбитраж судне ҫитернӗ ӗнтӗ. Вӗсене судра раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче регистрациленӗ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Тимӗр-тӑмӑр тирпейлекен савут налукҫӑсен умӗнче 652,9 пин тенкӗ парӑм пухса тултарнӑ. Шупашкар районӗнчи Ишлей станцийӗнче вырнаҫнӑ «Техполимер» полимер композицийӗсен савучӗн парӑмӗ — 410,2 пин тенкӗ.
Маларах налукҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарти строительство материалӗсен савутне панкрута кӑларасшӑн пулнӑ, анчах Арбитраж сучӗ апла тума килӗшмен.
Шупашкар районӗнче качака сӗтне хатӗрлекен цех уҫӑлнӑ. «Деревенский дворик» (чӑв. «Ялти картиш») ял хуҫалӑх кооперативӗ мӗнле ӗҫленипе ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паллашнӑ.
Предприятие ҫӗнетме республика хыснинчен укҫа уйӑрнӑ. Проект 78 миллион тенке кайса ларнӑ. Хакӑн 60 процентне патшалӑх саплаштарнӑ. Предприяти ертӳҫи Анатолий Константинов пӗлтернӗ тӑрӑх, цехра качака сӗтне те, ӗне сӗтне те хатӗрлеме пулать. Ӑна кантӑк кӗленчесене тултарма палӑртнӑ. Кооператив пайташне 27 фермер кӗнӗ. Хуҫалӑх аш-пӑш та хатӗрлет, ҫурмафабрикатсем те тӑвать.
Олег Николаев 2021 ҫулта ял хуҫалӑх продукцине хатӗрлес енӗпе ӗҫлекен кооперативсем хушма пулӑшӑва тивӗҫнине пӗлтернӗ. Хыснара ку тӗллевпе 120 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче «Тӑван (чӑваш) чӗлхепе литературӑна вӗретмелли методика» программӑпа професси енӗпе тепӗр пӗлӳ илекенсен стажировки иртнӗ.
Стажировкӑна этнокультура вӗренӗвӗ кафедрин доценчӗ Анна Егорова ертсе пынипе ZOOM хушӑм урлӑ йӗркеленӗ.
Мероприятие вӗренӳ пособийӗсен авторӗсем хастар хутшӑннӑ. Шупашкар районӗн Кӑшавӑш шкулӗн вӗрентекенӗ Евгений Майков тата Йӗпреҫ поселокӗн 2-мӗш шкулӗн вӗрентекенӗ Алена Ядрицова чӑваш сӑмахлӑхне шкулта вӗрентес вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарнӑ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн пекех Хӗрлӗ Чутай районӗн Мишеркасси шкулӗн вӗрентекенӗ Светлана Храмова, Шупашкар хулин хавшак сывлӑхлӑ ачасен 2-мӗш шкулӗнче вӑй хуракан Ирина Матьянова, Шупашкар хулин 33-мӗш шкулӗн вӗрентекенӗ Ирина Диарова, Патӑрьел районӗн Сӑкӑт тата Туҫи шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Валентина Яковлевӑпа Надежда Кудряшова,
Елчӗк районӗн Аслӑ Елчӗк шкулӗн вӗрентекенӗ Любовь Адюкова, Элӗк районӗн Чӑваш Сурӑм шкулӗнче вӑй хуракан Алина Петрова хӑйсен ӗҫ опычӗпе паллаштарнӑ.
«Земство учителӗ» программа пирки илтсен Ольга Шарикова ӗҫлеме пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫса кайма хаваслансах килӗшнӗ. Хӗрарӑм республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ программӑпа пирӗн республикӑри тӑватӑ шкулта учительсем кирлӗ пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗнче — акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗсем. Ольга Шарикова заявка панӑ та Муркаш районӗнчи Юнкӑри шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ.
Унччен хӗрарӑм Шупашкар районӗнчи Анат Кӗнерте 10 ҫул ӗҫленӗ. Чӑваш патшалӑх университечи филологи факультетӗнчен 2006 ҫулта вӗренсе тухнӑскерӗн опычӗ пур.
Шупашкартан ӗҫе ҫӳреме йывӑр тет вӑл. Халӗ ҫул ҫинче унӑн 40 минут иртет. Кӗҫӗн классемпе ӗҫлеме уйрӑмах килӗштерет. Вӗсем чӗрӗ, ют чӗлхене юрӑ-сӑвӑ урлӑ хаваслансах вӗренеҫҫӗ. «Земство учительне» 1 миллион тенкӗ панӑ. Пӗр суйланӑ шкулта ҫав укҫашӑн 5 ҫул ӗҫлемелле.
Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, философи наукисен кандидачӗ, геологипе минералогич наукисен кандидачӗ, профессор, Раҫҫейри философи обществин регионти уйрӑмӗн председателӗ Геннадий Трифонов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 82 ҫулта пулнӑ.
Пулас ӑсчах 1938 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Етӗрнекассинче ҫуралнӑ. 1961 ҫулта Мускаври М.В. Ломоносов ячӗллӗ университетӑн геологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн та хӑйӗн пӗлӗвне пӗрмай тарӑнлатсах тӑнӑ.
Ӑсчах пур енлӗ аталаннӑ, нумай пӗлекен специалист пулнӑ. Философи, логика, наукӑпа техникӑн историйӗ тата философийӗ, пахалӑх философийӗ енӗпе лекцисем вуланӑ, Ҫӗр ҫинчен калакан вӗрентӳпе паллаштарнӑ.
Пирӗн ҫӗршывра тухтӑрсене яла илӗртес тӗллевпе «Земство тухтӑрӗ» программӑна 2012 ҫулта йышӑнчӗҫ. Ҫавӑнтанпа республикӑра 518 врач ӗҫе вырнаҫнӑ. 2020 ҫулта ялсенче 47 врач ӗҫе пуҫӑннӑ.
«Земство фельдшерӗ» 2018 ҫулта вӑя кӗчӗ. 2020 ҫулта вӑл програмӑпа 78 фельдшер ӗҫлеме тытӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, аякри ялсене ӗҫе вырнаҫнӑ земство тухтӑрӗсемпе земство фельдшерӗсене пӗр хутчен паракан виҫеве пирӗн тӑрӑхра пысӑклатса тӳлеҫҫӗ: врачсене — 1,5 млн. тенкӗ, фельдшерсене — 0,75 млн. тенкӗ.
Земство тухтӑрӗсем Канаш, Шупашкар тата Патӑрьел районӗсене ытларах кайнӑ.
Шупашкар районӗнче каллех авари пулнӑ. Аса илтерер: ӗнер Чантӑр ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире 6-ри хӗрача тата 67-ри арҫын вилнӗ.
Паян 10 сехет те 32 минутра М-7 ҫулӑн 629-мӗш ҫухрӑмӗнче виҫӗ машина ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Фольксваген» дистанцие пӑхӑнман, малта пыракан «Киа» ҫине тӑрӑннӑ. Унтан вӗсем ҫине «Лада Приора» пырса кӗнӗ.
«Киа» салонӗнче Пушкӑртстанри 38 ҫулти водитель, унӑн 2-ри, 4-ри тата 6 ҫулти хӗрӗсем пулнӑ. Вӗсем пурте ятарлӑ креслӑра ларнӑ. Ачасене пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем вӑйлах суранланман.
Шупашкарта «Магистраль» строительство организацийӗн ертӳҫи суя хутсем хатӗрленӗ тата улталанӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе Шупашкарти Ленин район сучӗ пӑхса тухӗ.
2019 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче стройорганизаци «Чувашупрдор» учрежденийӗпе контракт тунӑ. Унӑн Вӑрмар тата Шупашкар районӗсенчи ҫулсене юсамалла пулнӑ. Суя документсене хатӗрлесе вӑл ӗҫе вӗҫленӗ пек туса кӑтартнӑ. «Чувашупрдор» предприятире тӗрӗслемесӗрех алӑ пусса панӑ, «Магистраль» стройорганизаци 8 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |